Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш халӑх сайчӗ пуҫарнипе нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен республикӑра «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурсӗ иртрӗ. Конкурса шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк ялӗнчи «Шевле» ача садӗнчи Мария Николаева тата Татьяна Патшина 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ. Конкурсра çĕнтернисене акан 28-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче чысларӗҫ. Пултаруллӑ хӗрачасене тата вӗсен ертуҫине Валентина Васильевна Николаевӑна саламлатпӑр, малашне те пысӑк ӑнӑҫусем тума сунатпӑр.