Шупашкар хулинче чăваш ача сачĕсенче ĕç-хĕле тăван чĕлхе çинче никĕсленсе йĕркелесси» программăпа курс вĕренĕвĕ иртрĕ

 

                                      

Шупашкарта чӱк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1- мĕшĕччен шкулчченхи вĕренӱ организацийĕсенчи педагогсен ăсталăхне ӱстерекен «Федерации патшалăх шкулчченхи вĕренӱ стандарчĕ пурнăçлакан тапхăрта чăваш ача сачĕсенче ĕç-хĕле тăван чĕлхе çинче никĕсленсе йĕркелесси» программăпа курс вĕренĕвĕ иртрĕ.

Курс вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ –  Федерации патшалăх шкулчченхи вĕренӱ стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш ача сачĕсенче ĕçлекен педагогсен вĕренӱ-ăспару ĕç-хĕлне тăван чĕлхе çинче никĕсленсе йĕркелессипе çыхăннă компетенцилĕхне ӱстересси.

Ку чухнехи тĕпчевсем палăртнă тăрăх пуплев аталанăвĕ ачан пĕтĕм ӱсĕмне вăйлă витĕм кӱрет. Ҫавăнпа шкулчченхи вĕренӱ учрежденийĕсен ачасен пуплевне аталантарас ĕçĕн тĕллевĕпе задачисене тĕрĕс палăртни питех те пĕлтерĕшлĕ. Ҫак ыйтăва меслетçĕсем тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕрен уçăмланă. Хальхи вăхăтра çак  ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – ачасен пуплевне ыттисемпе (аслисемпе, тантăшсемпе) чĕлхе вĕççĕн хутшăнассине (пупленине) йĕркелесе ярасси. Пĕрремĕш вырăна пахалăхлă çыхăнуллă пуплев хăнăхăвĕсене калăплассине тĕпе хумаллаине палăртса хăварчĕç вĕрентекенсем.