«Шевле» ачисем – «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс ҫӗнтерӳҫисем

Ака  уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑн тӗп хулинче «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ ирттерчӗ. Ӑна чӑваш чӗлхине аталантарас, ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхе илемне туйма вӗрентес, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма хӑнӑхтарас тӗллевпе йӗркелерӗҫ.

Ҫак конкурсра Елчӗкри «Шевле» ача садне ҫӳрекен ачасем «Пукане» юмах лартса пӗрремӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ.

Пултаруллӑ  ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем чӑваш наци радиовне те хӑнана кӗрсе тухрӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсемпе хатӗрленӗ кӑларӑмсем те эфира тухӗҫ. Саламлатпӑр вӗсене. Малашне те ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.