«Шевле» ачисем Чӑваш челхи кунне уявлаҫҫĕ

           Чӑваш чĕлхи кунĕ… 1998-мĕш ҫулхи ака уйӑхĕн 25- мĕшĕнчен пуҫласа ҫак куна Чӑваш чĕлхи кунĕ тесе йышӑннӑ. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕ.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасене тӑван чĕлхен илемне, пуянлӑхне туйма, тӑван халӑх культурине ӑша хывасси, сапӑрлӑх, кӑмӑл-сипет нормисемпе паллаштарасси, пурнӑҫра вĕсемпе килĕшӳллĕ пурӑнма вĕрентесси—хальхи тапхӑрӑн тĕп тĕллевĕ.

Ҫак  эрнере «Шевле» ача садĕнче Чӑваш чĕлхи кунне халалланӑ мероприятисем анлӑн туса ирттерчĕҫ. Пултаруллӑ та маттур пĕчĕк чӑваш ачисем тĕрлĕ чӑваш сӑвви-халапĕсене ӑста каласа пама, юррисене ҫепĕҫҫĕн шӑрантарма, ташшисене пĕтĕм чун хавалĕпе ташлама пултарчĕҫ. Аслӑ ушкӑнри ачасене тупмалли-сутмалли юмахсен тупсӑмĕсене палӑртасси, ваттисен сӑмахĕсене, сӑнавĕсене тишкересси   питĕ кӑсӑклантарчĕ.

           Ҫакӑн йышши уявсене ачасем хаваспах хутшӑнаҫҫĕ. Уявсене ачасем кӑмӑлтан хутшӑнсан, кӑмӑлпа ĕҫлесен, ҫак ĕҫе ӑнӑҫлӑ йĕркелесе пырсан чӑвашсен культури тата та ӳсĕ, хисепĕ ҫĕкленĕ.