Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн
йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ака
уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирĕн «Шевле» ача садĕнче
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» уявӗ иртрӗ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ
шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарчĕç. Чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ
юррисемпе тата чăваш вăūисемпе уява пуянлатрĕç.