Чӑваш орнаменчӗн элеменчӗсемпе аппликаци - шкул ҫулне ҫитмен ачасене тӑван тӑрӑхӑн пуян культурипе паллаштармалли асамлӑ мел.
Паян вӑтам ушкӑнри ачасем «Хӗвел» паллӑ тунӑ — вӑл пурнӑҫ ҫӑл куҫӗ, ырлӑх, телей символӗ. Ĕҫе пуҫӑниччен ачасене паллӑн пӗлтерӗшне каласа пачӗҫ. Çакнашкал мероприятисем ача сачӗсенче яланах иртеҫҫӗ, вӗсем яланах илӗртӳллӗ, чӗререн тухаҫҫӗ.
Чӑваш орнаментӗнчи кашни элемент ахаль илемлетӳ кӑна мар, хӳтӗлекен символ пулса тӑрать.
Ҫак йӗркеллӗ, тухӑҫлӑ ӗҫ пирӗн ачасенчен кӑмӑл-туйӑм хумне ҫуратрӗ.